Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Наци музейне йӗркелекенӗ

Вуннӑри Мишшӑна Авшак Элменри чиркӳпе прихут шкулне вӗренме яраҫҫӗ. Анчах шкулта вӗрентекен Федор Михайлович пуп ачасене сӑлтавсӑрах хӗненӗ, тимӗр пӑрҫа ҫине чӗр куҫлентерсе лартса асаплантарнӑ. Кунашкал мӑшкӑла Михаил тӳсеймен, киле тарса килнӗ.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ ачана ашшӗ Юнтапа салинчи шкула вырнаҫтарать. Лайӑх паллӑпа вӗренсе тухнӑ 4 ачана учитель Чӗмпӗрти чӑваш шкулне илсе каять. Ҫак йыша лекнӗ Миша экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытать, вӗренме кӗрет. Шкулти тухтӑр ачасен сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, Мишӑна куҫне сиплеме больницӑна кайма сӗнет. Унӑн больницӑра выртас килмест, япалисене илет те Элӗкри икӗ класлӑ шкула ҫул тытать. 1892 ҫулта ӑс-тӑнӗ самаях ҫирӗпленнӗ ҫамрӑк каллех Чӗмпӗрти чӑваш шкулне кайса кӗрет. Тимлесе вӗренни харама каймасть, шкултан лайӑх паллӑпа вӗренсе тухать. Ҫирӗм ҫулхи учителе Чӑнлӑ районне кӗрекен Вӑтам Тимӗрҫен ялӗнчи училищӗне пуҫламӑш классене вӗрентме яраҫҫӗ. Ҫамрӑк вӗрентекен чӑваш халӑх юррисене ҫырса илме тытӑнать, мӗн ҫырнине Н.И. Ашмарина парать.
Каярах вӑл Чӗмпӗрти тӗн семинарине пӗтерет. И.Я. Яковлев ӑна хальхи Тутар Республикинчи Элкел районне кӗрекен Сиктӗрме ялне тин ҫеҫ уҫӑлнӑ икӗ класлӑ училищӗне аслӑ учителе ӗҫлеме ярать. Икӗ ҫул кунта вӑй хунӑ хыҫҫӑн Михаил Петровича И.Я. Яковлев Чӗмпӗрти чӑваш шкулне хӗрачасен уйрӑмӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентме чӗнсе илет. Кунсӑр пуҫне вӑл хӗрарӑмсен педагогика курсӗнче дидактикӑпа пӗтӗмӗшле педагогика тата методикӑпа занятисем ирттернӗ. Унӑн вырӑсларан чӑвашла куҫарас ӑсталӑхне шута илсе Иван Яковлевич ӑна ку тӗлӗшпе хӑйӗн пулӑшуҫи туса хурать. Ҫакӑ паллӑ, Михаил Петрович "Новый завета" /Ҫӗнӗ сӑмах/ тӑван чӗлхене куҫарнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ, чиркӳпе славян тата вырӑс чӗлхисенчен чылай кӗнекесем, юрӑсемпе кӗлӗсем куҫарнӑ. Ҫак хушӑрах вӑл тӗпчев ӗҫне те кӳлӗнет, 1905 ҫулта хӑйӗн этнографипе ҫырнӑ пӗрремӗш кӗнекине «0 чувашах Ядринского уезда Казанской губернии» ятпа пичетлесе кӑларать.
1905 ҫулхи утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче ӑна священник санне параҫҫӗ. Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Кӑрмӑш уесӗнчи Ураскилт чиркӗвне ӗҫлеме яма йышӑнаҫҫӗ, анчах та вӑл хӑйне чӑваш шкулӗ ҫумӗнчи чиркӳре настоятельре хӑварма тата хӗрарамсен училищинче Турӑ саккунне вӗрентме хӑварма ыйтса прошени ҫырать. Чӗмпӗр епископӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтерет. Анчах кунта вӑл нумаях ӗҫлеимест. 1907 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Чӑваш поэзийӗн классикӗ, Нарспи" поэма авторӗ К.В. Иванов вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем хӑйсене вырӑс чӗлхипе вӗрентекен тата мастерской заведующийӗнче ӗҫлекен Дмитрий Иванович Кочурова ӗҫрен хӑтарма ыйтса петици ҫыраҫҫӗ. Ҫакӑншӑн класри 37 вӗренекене "кашкӑр билечӗсем" парса шкултан кӑларса яраҫҫӗ. Вӗренекенсене петици ҫырма Михаил Петрович хӗтӗртнӗ тесе сӑмах кӑлараҫҫӗ. Ҫакна пула вӑл хӑй ирӗкӗпе Чикме уесӗнчи Кӗҫӗн Карачри чиркӗве ӗҫлеме куҫать.
Наука ӗҫӗсем ҫырма тытӑнсан вӑл хӑйӗн тавра курӑмӗ хӗсӗкреххине туять, ҫавӑнпа та 1914 ҫулта Хусанти тӗн академине вӗренме кӗрет. Каярахпа, хӑй ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл богословипе философи дисциплинисемсӗр пуҫне турккӑ йӑхӗсен этнографипе историне, тутарпа турккӑ чӗлхисене пӗтӗмлетсе филологи тишкерӗвӗ тунӑ. Унӑн ӗҫӗсене яланах чи пысӑк паллӑпа хакланӑ. Диплом ӗҫне вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн историйӗпе ҫырнӑ.
Революци хыҫҫӑн Михаил Петрович Шӑхранти /Канаш/ учительсен семинаринче преподавательте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1921 ҫулта вӑл священник ӗҫне пӑрахса Шупашкара пурӑнма куҫать.
Шупашкарта чӑвашсен тӗп музейне уҫас тӗлӗшпе М.П. Петров ырми-канми тимленӗ. Музейӗн пӗрремӗш заведующийӗ Варшава университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Н.П. Неверов пулнӑ, анчах пӗрремӗш директорӗ, — И.П. Петров. Ҫакна та палӑртса хӑварӑпӑр: 1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вӑл музейре археологипе этнографи пайне ертсе пынӑ. Пултаруллӑ тӗпчевҫӗ музейшӗн тунӑ пархатарлӑ ӗҫӗсене шутласа та ҫитерес ҫук. Хӑш-пӗрне кӑна асӑнар. Вӑл пирӗн Хапӑсри шкултан 1872 ҫулта вӗренсе тухнӑ, архиепископа ҫитнӗ Д.Ф. Филимонов архивне тупса йӗркене кӗртнӗ, И.Я. Яковлев А.Б. Рекеев патне ҫырнӑ ҫырусене шыраса тупнӑ, республика территорийӗнче археологи экспедицийӗсем йӗркелесе тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ.
Тӑван халӑхшӑн ҫунакан М.П. Петров-Тинехпи, суя элексене пула, репресси авӑрне лекнӗ. 1937 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӑна арестлеҫҫӗ. Допроссенче хытӑ асаплантарнине тӳсеймесӗр вӑл 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тӗрминче вилнӗ. 1956 ҫулта унӑн таса ятне тавӑрнӑ, анчах палӑртнӑ наука ӗҫӗсене вӗҫне ҫитереймесӗрех ҫӗре кӗнӗ. Ӗмӗрсем иртсен те унӑн сӑваплӑ ячӗ чӑваш халӑх асӗнчен тухмӗ.

Ирина ИГНАТЬЕВА, К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӗҫченӗ.
Григорий СКВОРЦОВ, хисеплӗ тавра пӗлуҫӗ.

«Хыпар» хаҫатӗнчен илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-05-08 15:43:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3060 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем